Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тӑван чӑваш литературине 4-мӗш класра вӗрентмелли «Литература вулавӗ» вӗренӳ пособине хатӗрлесе ҫитернине пӗлтернӗ. Унӑн авторӗсем – В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева.
Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Литература вулавӗ» 5 пайран тӑрать, унта «Асран кайми ҫу кунӗсем», «Ачалӑх», «Чӑваш ҫӗр-шывӗ – тӑван ҫӗр-шыв», «Ҫут ҫанталӑк тӗнчи», «Сив хӗл ҫитрӗ», «Манӑн ҫемье», «Эпир – туслӑ ачасем» темӑсене кӗртнӗ».
Кӗнекере маларах тата хальтерех ҫырнӑ авторсен ӗҫӗсене кӗртнӗ. Ачасем, сӑмахран, Елен Нарпи, Альбина Юрату, Нина Пӑрчӑкан, Лидия Сарине, Ольга Туркай пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ.
Ачасен ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсене ал ҫырӑвӗпе паллашма, сӗнӳсем пама ыйтнӑ. Ыйтусемпе сӗнӳсем пулсассӑн chrio4@rchuv.ru электрон адреспа ҫырса, 8 (8352) 45-99-96 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме май пур.
«Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсене халалласа» «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акци иртӗ. Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци ака уйӑхӗн 15-25-мӗшӗсенче пулӗ.
«Акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: чӑваш чӗлхи е Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсем ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи», «Чӑваш наци конгресӗ» ушкӑнсене е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла», — ӑнлантарнӑ ЧР Вӗренӳ институтӗнче.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022» акцие ирттерме Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ текстсен конкурсне ирттерет.
Конкурса хутшӑнакансен материалсене https://forms.yandex.ru/ каҫӑпа ярса памалла. Кӑҫалхи текста тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ентешӗсене халалласа ҫырмалла. Материлсене ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Текстра 130-150 сӑмах пулмалла.
Конкурса хутшӑннисене сертификатпа хавхалантарӗҫ, ҫӗнтерӳҫине вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнса парӗҫ.
«Ютуб» видеохостингра «питӗ кӑсӑклӑ чӑвашла видеосен пуххипе» акӑлчанала паллаштарнӑ.
Рубрикӑна, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Виктор Бычков чӑваш каччи йӗркеленӗ. Темиҫе ют чӗлхе пӗлекен маттур ҫамрӑк темиҫе ҫул каялла Турцине тухса кайнӑччӗ.
Топ-листа «Ютубра» чи пӑхакан чӑвашла видеосене кура хатӗрленӗ. Анонсра чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхи пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Тишкерӗве 2021 ҫулта вырнаҫтарнӑ видеосене кӗртнӗ. Вӑл материалсене вара 2019-2021 ҫулсенче ӳкерсе илнӗ.
Тишкерӗве вырӑсла тата акӑлчанла комментарисемпе пуянлатнӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсем» интернет олимпиада иртнӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «унта заявка панӑ 150 ҫынран тӗрлӗ сӑлтавсене пула пӗтӗмпе 109 учитель кӑна хутшӑннӑ».
Олимпиадӑна Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри йӗркеленӗ. Тӗрӗслеве чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекенсем хушшинче ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем тесе ҫак вӗрентекенсене палӑртнӑ: Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш шкулӗнчи Елена Максимова, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри Юлия Кошелева, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти Галина Васильева, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшъелӗнчи Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина, Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Ираида Фомина, Шупашкарти 49-мӗш вӑтам шкулти Вера Куракова.
Сӑвӑ хитре ҫырма пӗлекенсене «Чунтан саламласа» открытка авторӗ пулма сӗнеҫҫӗ. Асӑннӑ акцие Чӑваш наци музейӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерет.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир Чӑваш чӗлхи кунне тивӗҫлипе уявлатпӑр. Ҫавна май наци музейӗ чӑвашла открытка валли салам сӑмахне сӑвӑлласа ҫырма сӗнет. Текст чӑвашла пулмалла. Саламлӑ сӑвӑра 8 йӗркерен ытла кирлӗ мар. Салама ҫуралнӑ кун, Амӑшӗн кунӗ тата туй кунӗ ячӗпе хатӗрлеме май пур.
Акцие 5 ҫултан пуҫласа 75 ҫул таранчченхисем хутшӑнма май параҫҫӗ. Шкул ачи-и вӑл е поэт-и — пурне те хапӑл тӑвӗҫ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар ирттернӗ.
Асӑннӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тата Тутар Республикисенчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата 9-мӗш класра вӗренекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗреннӗ, изложенипе сочинени ҫырма хӑнӑхнӑ. Вебинар вӑхӑтӗнче малтанхи ҫулсенчи экзамента тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшсене те тишкернӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ черетлӗ ҫитӗнӳ турӗ — куҫарнӑ сӑмахсен йышӗ 10 миллионран иртрӗ. Тепӗр май каласан чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсенче 10 миллион ытла вырӑсла сӑмах халь.
Аса илтеретпӗр: мӑшӑрсен йышӗ 1 миллиона пӗлтӗр, юпа уйӑхӗнче ҫитрӗ. Ун хыҫҫӑн эпир канса илме шутларӑмӑр. Ытлашши канман-ха: малтанхи пек хӗрӳ ӗҫлемерӗмӗр кӑна. Хамӑр плана ҫулталӑк вӗҫӗччен пурнӑҫланӑ май тепӗр план та тунӑччӗ — куҫарнӑ сӑмахсен йышне 10 миллиона ҫитерме. Хӳрӗ ӗҫлесен пурнӑҫланӑ та пулӑттӑмӑр та, анчах канас терӗмӗр ҫав. Ҫулталӑка ҫапла май 9,8 миллион куҫарнӑ сӑмахпа кӑна вӗҫлерӗмӗр. 200 пин ытларах сӑмаха пухма вара пире 3 уйӑх кирлӗ пулчӗ... Ҫавах та ку виҫӗ уйӑхра эпир хамӑр чӗлхе корпусне ытларах енӗпе тӗрлӗрен материалпа пуянлатма тӑрӑшрӑмӑр. Тӗрлӗ енлӗ текстсемпе.
10 миллион сӑмах урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн эпир хамӑр «Атӑл. Тӑлмач» куҫаруҫӑна лайӑхрах вӗрентес шухӑшлӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл халӗ те 673 пин мӑшӑрпа ҫеҫ усӑ курать. Паянхи кун пирӗн 1 082 пин мӑшӑр пуррине шута илсен унӑн куҫару пахалӑхӗ татах та ӳсмелле.
Ку ҫитӗнӳ хыҫҫӑн «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» малалла та пуянланса пырӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн «Самана таппи» кӑларӑмӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников тата Игорь Алексеев чӑваш хастарӗ пулчӗҫ. Вӗсемпе тӑван халӑхӑмӑр пуласлӑхӗшӗн хыпса ҫунса тӑракан публицист, журналист Лидия Филиппова калаҫрӗ.
Николай Плотникова эпир Чӑваш халӑх сайтне тытса пыни тӑрӑх пӗлетпӗр. Анчах вӑл тата Игорь Алексеев чӑваш Википедине те аталантарма нумай тӑрӑшнӑ.
Аҫтахар Плотников пирки каласан, тӑван халӑхӑмӑр чӗлхине аталантарас тесе (ҫав шутра цифра тӗнчинче те) хӑйӗн укҫи-тенкине шеллемесӗр нумай тӑрӑшать.
Телеграмра «Ҫӗнӗ Капкӑн» ятпа шӳтсемпе кулӑшсен каналӗ ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл тинтерех кӑна ҫуралнӑ — ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче.
Каналра чӑвашла анекдотсем, кулӑшла калавсем вырнаҫӗҫ. Ҫавӑн пекех ӗлӗк «Капкӑн» журналта тухнӑ материалсене те вырнаҫтарас шухӑшлӑ.
«Капкӑн» журнал 1925 ҫулта пуш уйӑхӗнче тухма тытӑннӑ. Ӑна никӗслевҫисенчен пӗри Иван Мучи шутланать. 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗнче тухма чарӑнать те, ҫӗнӗрен вӑрҫӑ хыҫҫӑн, 1956 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пичетленме пуҫлать. 2017 ҫулта «Хыпар» издательство ҫурчӗ, тӑкаксене чакарас шутпа, «Капкӑн» журнала кӑларма пӑрахнӑ.
Ҫӗнӗ канала «Ҫӗнӗ Капкӑн» ят парса ӑна пуҫаракансем Иван Мучин ӗҫне малалла тӑсас шухӑшлӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |